Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

1325 ҫул каялла

Халӗ чылайӑшӗ пӗлет ӗнтӗ: пирӗн мӑн асаттесен шутне пӑлхар, сӑвар, хасар йӑхӗсене кӗртеҫҫӗ. Ҫурҫӗр Кавказра пурӑннӑ чухне вӗсем уйрӑм патшалӑхсем йӗркелеме те ӗлкӗрнӗ. Тӗрӗк йӑхӗсен патшалӑхӗсем 1400 ҫулсем ӗлӗкрех уйрӑмах вӑй илме тытӑннӑ. Ун чухне Сӑвар патшалӑхӗ Хасар каганатне кӗнӗ. Вӑл Каспи тинӗсӗн анӑҫ енче пулнӑ.
Сӑвар патшалӑхӗ ҫинчен эрмен историкӗ Мовсес Каланкатуаци хӑйӗн "Алуанк ҫӗршывӗн историйӗнче" нумай ҫырса хӑварнӑ. Унти хыпарсем тӗпрен илсен 682 ҫулхи ӗҫсем ҫинчен каласа параҫҫӗ, сӑмах сӑварсен патши — Алп-Илитвер — эрменсен миссионерӗсем пулӑшнипе тӗп хулара /Варачанта/ Христос тӗнне йышӑнни ҫинчен пырать.
Ӗҫ-пуҫ ҫӑмӑллӑнах пулса иртмен. Вӗрӳҫӗсем, юмӑҫсем, тухатмӑшсем малтан ниепле те килӗшмеҫҫӗ. Алп-Илитвер ҫапла лӑплантарать: ҫӗнӗ тӗне йышӑннӑ чухне инкек-синкек сиксе тухсан ӑна йышӑнмӑпӑр тет. Хула ҫумӗнчи киремет юманне патша хӑех касать, йывӑҫ вуллинчен пысӑк хӗрес тӑваҫҫӗ. Ҫакӑ пӗр инкексӗрех иртет, ҫавӑнпа халӑхӑн килӗшме тивет.
Исраэл епископ ертсе пыракан эрменсен ушкӑнӗ вӑрах тытӑнса тӑрать-ха. Хулара пӗчӗк храм та лартнӑ. Миссионерсем кайсан сӑварсен хушшинче ҫӗнӗ тӗне пӑрахакан йышланать. Алп-Илитуер Эрмен патшалӑхне пулӑшу ыйтса икӗ ҫыру та ҫырать. Лешсем пулӑшма ӗлкӗреймеҫҫӗ — Сӑвар патшалӑхне арабсем ҫине-ҫине тапӑнма тытӑнаҫҫӗ. Сӑварсем ҫурҫӗрелле тараҫҫӗ. Историк ҫак пулӑмсем пирки тӗплен ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл патша, епископ, сӑвар ҫыннисен сӑмахӗсене тӳррӗн иле-иле парать, Вӗсенчен вулакан сӑварсен йӑли-йӗрки, патшалӑх тытӑмӗ, шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен чылай пӗлет. Сӑварсен хисеплӗ ҫыннисем хӑйсен аслашшӗсем Куар /Кӑвар/ турра епле пуҫ ҫапса пурӑнни ҫинчен халап евӗрлӗ пӗлтереҫҫӗ. Алп-Илитуер хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче ҫӗнӗ тӗне йышӑнма епле ӗмӗт тытнине ҫапла палӑртать: Аслӑ Константин император Христос тӗнне йышӑннӑран пысӑк ҫӗнтерӳсем тума пултарнӑ теҫҫӗ тет.
Асӑннӑ хыпарсемпе тӗпчевҫӗсем /уйрӑмах историксемпе этнографсем/ чылайранпа усӑ кураҫҫӗ ӗнтӗ. Мӑн асаттемӗрсен пурнӑҫӗ ҫинчен калакан ҫак пуян материал чӑннипех савӑнтарать. Ҫавӑн йышши хаклӑ хыпарсене X ӗмӗрте Ибн Фадлан кӗнекинче, XII ӗмӗрте Ал-Гаранти очеркӗнче йышлӑ тӗл пулатпӑр. Вӗсем пире авалхи ҫыруллӑ сӑмахлӑх палӑкӗсемпе те паллаштараҫҫӗ. Патшасемпе паллӑ ҫынсен сӑмахӗсем, ҫырӑвӗсем хальхи вулакана мӑн асаттесен шухӑшне тӳрремӗн пӗлтереҫҫӗ. Вӗсене ют чӗлхепе ҫырса хӑварнӑ пулин те ҫав тӗслӗхсем пирӗн пуянлӑх шутланаҫҫӗ.
Паллах, VII ӗмӗрте сӑварсен /вӗсемпе пӗрле пӑлхарсемпе хасарсен те/ сӑмахлӑхӗн ытти жанр тӗсӗсем те пулнӑ. М.Каланкатуаци темиҫе хутчен те вӗрӳҫӗсене, юмӑҫсене, тухатмӑшсене асӑнать, киремет юманне чӳк туни ҫинчен калать. Эппин, халӑх пултарулӑхӗнче ун чухнех кӗлӗсем, вӗрӳ-суру чӗлхисем сарӑлнӑ. "Алуанк ҫӗршывӗн историйӗнче" /унта сӑмах тӗпрен илсен Авалхи Эрмен патшалӑхӗн ҫурҫӗр районӗ ҫинчен сӑмах пырать/ сӑварсем юрӑ юрлани ҫинчен нимӗн те шарламан. V ӗмӗрте ку йӑх Атилла империне кӗнӗ. Вӑрҫӑран ҫӗнтерсе таврӑннӑ чухне ҫак патшана хӗрсен ушкӑнӗ юрласа кӗтсе илнӗ, уяв вӑхӑтӗнче ятарлӑ юрӑҫсем паттӑра мухтаса ҫӗнӗ юрӑсем хывнӑ. Ҫак йӑлах VII ӗмӗрте Сӑвар патшалӑхӗнче те сарӑлма пултарнӑ. Ҫак шухӑша Ф.Павлов та, М.Кондратьев та каланӑччӗ. Эппин, сӑвар, пӑлхар, хасар патшалӑхӗсем вӑй илнӗ вӑхӑтра илемлӗ сӑмах пултарулӑхӗ те чылай аталанма тытӑнни курӑнать.

Геннадий Юмарт
«Хыпар», 2008, кӑрлач, 31, 17№.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-21 22:02:48 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7828 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем